Вăхăтлăха - уйрăм йĕрке
Çĕртме уйăхĕнче вăрах вăхăт хушши шăрăх та типĕ çанталăк пулнине кура виçĕм кун, июнĕн 17-мĕ-шĕнчен пуçласа районта чрезвычайлă лару-тăру йĕркине çирĕплетнĕ. Вăл сывлăш температури вăтам шая çитичченех тăсăлĕ. Нỹр пулманран районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çичĕ пин гектар ытла акнă-лартнă культурăсем сиенленнĕ.
Асăрхаттаратпăр: уйрăм йĕрке вăхăтĕнче ял тăрăх пуçлăхĕсен, ытти ертỹçĕсен вырăнсенче талăкĕпех дежурство йĕркелемелле, пушар хăрушлăхĕнчен уйрăмах сыхă тăмалла.
"Авангард" (газета Батыревского района)