Шкул форми кирлех
Районти кирек хăш шкулта та выпускниксем юлашки шăнкăрава иртнĕ ĕмĕрте хĕр ачасем тăхăннă хăмăр кĕпепе шурă саппун çакса тухаççĕ. Арçын ачасем те шурă кĕпепе костюм тăхăнаççĕ. Пăхса ытармалла мар вĕсене. Шкул пурнăçĕпе сыв пуллашнăран çапла-ши? Те форми çитĕнсе çитнĕ каччăсемпе хĕрсене пурнăç çулĕ çине кăларнине систерет. Калама хĕн. Тум килĕшетех вĕсене. Çакăн тепĕр паха енĕ те пур. Социаллă танмарлăха пытарать вăл: пуян çын ачи те, вăтаммин е ытлă-çитлĕ пурнăçпа пурăнаканнин те пĕр пек тум.
- 2013-2014 вĕренỹ çулĕнчи сентябрĕн 1-мĕшне çĕр-шыври шкулсенчи ачасем пĕрешкел формăпа пырĕç. Çакă, паллах, пирĕн районти çитĕнекен ăрăва та пырса тивет. Халиччен те шкул формине хисеплекеннисем пурччĕ-ха. Анчах сахалăн. Кăçалтан ăна кашни вĕренỹ учрежденийĕ шута илĕ. Ку ыйтупа ĕçе пуçăннисем те пур. Ятарлă положенисем çирĕплетнĕ, ательене заказ панă. Сахал тупăшлă е çурма тăлăх ачасене хакĕ йỹнерех пуласса шанатпăр-_ терĕ пирĕн ыйту çине хуравласа райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн начальникĕн çумĕ Н. Федорова.
"Шкул формине кăмăллакансем сахалăн мар пирĕн вĕренỹ учрежденийĕнче. Куллен костюмпа, шурă кĕпепе çỹрекенсене линейка умне кăларса ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине çирĕплетеççĕ",- теççĕ Туçари вăтам шкула çỹрекенсем.
-"Шкул вăл чапа кăтартакан ярмăркка мар,- тенĕччĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи этем прависен Кана-шĕн председателĕ М. Федотов.
-Тулăх пурнăçа кăтартакан япаласем (кĕсье телефонĕ, ручка, сехет...) сахал мар. Шкул форми вара тирпейлĕ, йĕркеллĕ пулма та хăнăхтарать. Ачана пĕр коллективра, пĕр шайра тытать.
Раççейре шкул формине 1834 çултах кĕртнĕ. Вăл гимназистсемпе студентсен тум тирĕ пулнă.
Шкул формине чылай çĕр-шывра мала хураççĕ. Хăш-пĕрисен вăл модăллă, теприсен ансат. Пĕр çĕрте галстукпа çỹреме кăмăллаççĕ, тепĕр çĕрте кĕскерех юбка та каять. Камăн мĕнле, килĕшỹллĕ çеç пултăр. Пурин кăмăлне кайни те кирлĕ. Çавна май ку ыйтупа халерех ĕçлемелле. Çу уйăхĕсен кунĕсем хăвăрт шăваççĕ. Пĕрисемшĕн июнь экзаменсемпе, теприсемшĕн канупа сисĕнмесĕр хыçа юлать. Çакна аса илтерсе республикăри вĕрентỹ министерствин министр çумĕ С. Петрова ачасен ашшĕ-амăшне татăклă йышăну тума сĕнет. Каярах юлсан çĕнĕ формăна çĕлеттерсе ĕлкĕреймĕн те. Светлана Владимировна шухăшĕпе тĕсĕ, фасонĕ, тăршшĕ кашни шкулăн тĕрлĕрен те пулма пултарать имĕш. Шкул форми вара кулленхи, чысран тăхăнаканни, спортăн кирлĕ. Ку енĕпе кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе ыйтăва çăмăллăнах уçăмлатма пулĕ. Вĕсене ашшĕ-амăшне килĕшекен тум та каять. Анчах аслă классемпе кăткăсрах. Хĕрсемпе, каччăсемпе пĕр чĕлхе тупма хĕнтерех.
-Ĕлĕкрех килсерен ача йышлă пулнă. Аппăшĕ валли илнĕ кĕпе йăмăкне те юранă. Пĕр тума темиçе туянасси пулман. Шкул формине йăлана кĕртессине ырлатăп çеç. Çемьере укçа-тенкĕ те перекетленĕччĕ. Атту миçе тĕрлĕ кофта, юбка илмелле, - тет ку ыйтупа пуçарнă калаçу çумне сăмах хушса пилĕк ача амăшĕ И. Петрова.
А. АСТРАХАНЦЕВА