Патăрьелсем хальхинче те малтисем
ÇУЛСЕРЕНЕХ çак вăхăтра Чăваш Енте шкул ачисем хушшинче Республика Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пынă Спартакиада итогĕсене пĕтĕмлетеççĕ. Пирĕн район спортсменĕсем çулсеренех çак тупăшусенче кăтартуллисен шутне çакланаççĕ. Хальхинче те вĕсем вун виçĕ тĕрлĕ ăмăртура ытти районсене пурне те хыçа хăварнă, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Хуласемпе пĕрле илсен вара Патăрьелсем иккĕмĕшсем. Спортсменсем Шупашкарсене çеç парăнтарайман
"Авангард" (газета Батыревского района)