Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă кăмăллисем хальхинче те пайтах

 ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче кашни уйăхрах сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче донор кунне йĕркелеççĕ. Хальхинче ыр кăмăллăх кунĕ Кзыл Чишмари сыватмăшра иртнĕ. Хĕрỹ ĕç вăхăчĕпе çанталăк шăрăх пулнине пăхмасăрах çынсем яланхи пекех пысăк ăнланулăхпа врач офисне утнă. Кун каçа 62 хастар кирек кампа та пулма пултаракан инкекрен çăлăнма юн панă. Ырă ĕç вара яланах пархатарлă, сăваплă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 июня 2013
13:57
Поделиться