Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Иккĕмĕш тĕп предметпа - тĕрĕслев витĕр

 ИЮНĔН 3-мĕшĕнче районти 356 выпускник обязательнăй майпа иккĕмĕш экзамена тытрĕç. Малтанхинче вĕсем вырăс чĕлхипе, хальхинче математикăпа вĕтĕ ала витĕр тухрĕç. Ыран вара çывăх вăхăтра шкулпа сыв пуллашакан каччăсемпе хĕрсем хăйсен ирĕкĕпе суйласа илнĕ физика, акăлчанпа нимĕç чĕлхи предмечăсемпе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслĕç. ППЭсем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ шкулсенче иртеççĕ.

Сăмах май çакна та каласа хăвармалла: пĕрремĕш экзамена чирленипе Патăрьелĕнчи шкула 16 ача , Шăнкăртамра пĕр выпускник килмен. Вĕсем ăна каярахпа республика шайĕнче йĕркеленĕ комисси умĕнче тытма пултараççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 июня 2013
14:07
Поделиться