Тирпей-илем кĕртни аван. Анчах вараласран та сыхламалла
ТĂВАН тавралăха сыхламалли çулталăк районта ăнăçлах иртсе пырать темелле. Чылай ялсенче çуркунне тĕрлĕрен йывăç-тĕм лартса хăварчĕç. Хамăр пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кĕртес, капăрлатас тĕллевпе уйрăм хастарсен пуçарулăхĕ те пысăк: çуртсем умне тĕрлĕрен сăнарсемпе эрешлеççĕ, чечек клумбисене ăсталаççĕ. Ятарлă тапхăр вĕçлениччен вăхăчĕ пур-ха. Юлнă уйăхсемпе эрнесенче тавралăха çỹп-çаппа вараласран та сыхламалла: Раççей элтеперĕ 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)