Кану кăмăллă та, асра юлмалла та ирттĕр
ШКУЛ ачисемшĕн черетлĕ вĕренỹ çулĕ вĕçленчĕ тесен те юрать. Умра - вăрăм та илĕртỹллĕ каникул. Вăл пуриншĕн те кăмăллă, асра юлмалла ирттĕр. Çапла пултăр тесен çул çинче те, ĕçленĕ е каннă вăхăтра та инкек-синкекрен асăрхануллă пулмалла. Кăçал районĕпе пин ытла ача шкулсенчи çуллахи лагерьсенче киленĕç. Вĕсене турттарма çирĕм çичĕ автобуса явăçтараççĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)