Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăтартуллисем хушшинче патăрьелсем те пур

 ЧĂВАШ Республикин муниципалитет пĕрлĕхĕсен Канашĕн пиллĕкмĕш съездĕнче Республика Пуçлăхĕ тăрăшуллă та кăтартуллă ĕçченсене патшалăх наградисене парса чыс тунă. Хисеплисен ушкăнĕнче пирĕн район представителĕсем те пур. Район администрацийĕн ял хуçалăх, экологи, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕн çумне Галина Иванована ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх работникĕ" хисеплĕ ята панă. Марианна Волкова тĕп специалиста вара "Муниципалитетăн чи лайăх служащийĕ" тесе палăртнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 мая 2013
10:00
Поделиться