Йĕркене пăсакансем çав-çавах тупăнаççĕ
Районти патшалăх çул-йĕр инспекцийĕ кашни уйăхрах тĕрлĕрен операци ирттерет. Иртнĕ эрнере çеç ăна иккĕ йĕркеленĕ: пĕри – “Автобус”, тепри – “Ачасем”. Çул-йĕр правилисене пăхăнассипе çыхăннă ятарлă кунсем пирки çакна палăртса хăвармалла: операцисем йăлана кĕчĕç пулин те, çав-çавах йĕркене пăхăнман водительсем тупăнсах тăраççĕ. Акă, автобуссемпе çыхăннă рейд вăхăтĕнче виçĕ водитель ячĕпе протокол çырма тивнĕ. Иккĕшĕн “çылăхĕ” автобуса кирлинчен ытларах çын илни, теприн вара – çутă юсавсăрри.
Вун икĕ çул тултарман ачасене автомашинăн малти вырăнĕ çине лартнăшăн каллех виçĕ водителе 500-шер тенкĕ штраф панă.
"Авангард" (газета Батыревского района)