Çĕнтерÿçĕсем – чĕлхеçĕсем
РАЙОНТА чи-чи пултаруллă та ăста класс ертÿçисем хушшинче йĕркеленĕ конкурсăн финалĕ иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсене икĕ ушкăнта палăртнă. Çирĕм пилĕк çулчченхи çамрăксем хушшинче “Чи класлă класс ертÿçи – 2013” хисеплĕ ята Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ шкулти акăлчан чĕлхине вĕрентекен Чулпан Калайбашева çĕнсе илнĕ. Аслăраххисенчен вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхи учительне Наталия Путякована çитекенни пулман. Аптрамаççĕ чĕлхеçĕсем!
"Авангард" (газета Батыревского района)