Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чикĕ хуралçисен ячĕпе ятарлă палăк пулĕ

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче ырă пуçарăва яланах хапăл туса йышăнаççĕ. Темиçе çул каялла Патăрьелĕнче Тинĕс-çар службинче тăнă моряксене хисеп туса Арбат урамĕнче палăк лартрĕç. Кăçалхи майăн 28-мĕшĕ тĕлне пограничниксем культура паркĕнче хăйсен паллине çĕклесшĕн. Ку тĕлĕшпе пăр тапраннă темелле. “Россельхозбанкра” хуралра тăрăшакан Анатолий Быков ертсе пынипе чикĕ хуралĕнче тăнă салтаксен списокне тунă. Вĕсем сахалăнах та мар: 50 çул тултарманнисем çеç 344 çын. Пухмача пĕрремĕш кĕмĕл хуракансем вара аслăраххисем пулнă. Кĕçĕн Арапуçĕнчи А.Красновпа Кĕçĕн Патăрьелĕнчи А. Капустин пĕр сăмахсăрах пиншер тенкĕ кăларса та панă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 февраля 2013
00:00
Поделиться