Конкурс итогĕсем паллă
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ историпе этнографи музейĕ Раççей историйĕн çулталăкне халалласа “Район историне кĕрсе юл” конкурс йĕркеленĕ. Çак тема чылай çынна шухăша янă курăнать. Ÿркенменнисем пуян содержаниллĕ сăн ÿкерчĕксен альбомĕсене туса хатĕрленĕ. Пĕри тепринчен маçтăртарах ăсталанă. Çапах та тÿресем Туçари культура аталанăвĕпе библиотека тивĕçтерĕвĕн центрĕ “Пурнăç – тинĕс, пĕр танлăн ишер” ятпа пуçтарнă фото пуххине чи кăтартулли тесе палăртнă.
"Авангард" (газета Батыревского района)