Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕлсе тăрса, ÿсĕрле ан лар нихçан та руль умне!

ЮЛАШКИ вăхăтра районти çул-йĕр инспекторĕсем çине-çинех “Ÿсĕр водитель” ятпа операци ирттереççĕ. Çакă ытахальтен çеç мар. Пакунлисем тăтăшах чан çапаççĕ пулин те, çула тухакансем хушшинче мăка хăлхаллисем тупăнсах тăраççĕ. Акă çулталăк пуçланнăранпа кăна хĕрĕнкĕ 26 çынна “капкăна” çаклатнă. Вăл шутра ятарлă тĕрĕслев вăхăтĕнче саккăрăшĕн ячĕпе протокол çырма тивнĕ. Профилактика мероприятийĕсем ÿлĕмрен те пулĕç. Теветкеленсе çула тухакансен каллех ГАИсемпе пуçа усса калаçма тивĕ


"Авангард" (газета Батыревского района)
16 февраля 2013
00:00
Поделиться