Çак кун пепкесене ĕмĕрĕпех юрату кÿтĕр
ВАЛЕНТИН Çветтуй е мĕн пур юратакан çынсен кунĕнче районти ЗАГС пайĕнче икĕ пепке ячĕпе çурални çинчен ĕнентерекен хутсем çырнă: Патăрьелĕнчи Дмитрийпе Татьяна Енилинсен тата Ишлĕри Алексейпе Надежда Артемьевсен çемйисене хĕр пĕрчисем хутшăннă. Чиперккесем ĕмĕрĕпех телейлĕ те юратуллă пулччăрах!
"Авангард" (газета Батыревского района)