Çĕнĕ пукан çинче – хĕрарăм-ертÿçĕ
РАЙОНТА пулса иртнĕ кадр улшăнăвĕсем пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ пукан йышăнакансем хушшине хĕрарăм та хутшăнчĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн приказĕпе килĕшÿллĕн нарăсăн 12-мĕшĕнче халăха социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен центр директорĕ пулма Анисия Алексеевна Воробьевана çирĕплетнĕ. Тури Туçара пурăнакан Кивĕ Ахпÿрт чиперкки маларах Культура çурчĕ çумĕнчи çамрăксен центрĕн ертÿçинче, модельлĕ библиотекăн заведующийĕнче ĕçленĕ. 2007 çултанпа Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса тăрăшнă.
"Авангард" (газета Батыревского района)