Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

53 студентран пĕри ылтăн медальлĕ

ИРТНĔ шăмат кун ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕнче йĕркеленĕ савăнăçлă каç пысăк сăлтавпа çыхăннă. Çак кунхине куçăмсăр майпа вĕренекен 53 çамрăка аслă пĕлÿллĕ шут ĕçченĕ пулнине ĕнентерекен дипломсене алăран тыттарса саламланă. Специалистсенчен пĕри, Резине Садретдинова, хĕрлĕ хуплашкаллă документа илме тивĕçнĕ. Ытти студентсем пирки те япăх каламаллиех çук, чылайăшĕ аслă шкултан аван паллăсемпе çеç вĕренсе тухнă. Халĕ ĕнтĕ вĕсене коллективсенче лайăх ĕçлесе кайма телейлĕ çул сунма та юрать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 февраля 2013
00:00
Поделиться