Туй, туй, туй тесе çĕр чĕтретсе туй ирттернĕ...
ПĂЛАПУÇ ПАШЬЕЛСЕМ иртнĕ эрнере туй кĕрлеттернĕ. Андрей Соколов ют ял чиперккине мар, хăйсен ялĕнчи Анна Ванькована куç хывса шурă пĕркенчĕкпе çĕрĕ парнеленĕ. Туй йăли-мешехи вара ĕлĕкхи евĕрлех иртнĕ. Хĕре качча пама ытти тăвансемпе пĕрлех культура çурчĕ çумĕнчи хор кружокĕн членĕсем те çитнĕ. Ÿркенмен юрра-ташша ăстаскерсем. “Тупрана” ахалех паман, парне, кучченеç ыйтнă. Кайран вара вĕсемпе хутшăнса çĕр чĕтретесле ташланă.
"Авангард" (газета Батыревского района)