Тăрăшуллă ĕçшĕн
Районти тĕп больницăра сывлăх учрежденийĕсенче ĕçлекен вăтам медперсоналсен конференцийĕ иртрĕ. Унта “Республикăри вăтам медицина ĕçченĕсен профессиллĕ ассоциацийĕн медицина ĕçĕн аталанăвĕнчи обществăлла организацийĕн пĕлтерĕшĕ” темăпа пĕрлешÿ ертÿçи В. Викторова тухса калаçрĕ. Конференцинче сывлăх сыхлавĕн çивĕч ыйтăвĕсене пăхса тухрĕç, иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Савăнмалли те пулчĕ. Турханти психоневрологи интернатĕнчи З. Шаймановапа Н. Вахмистрова медицина ĕçченĕсене нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн тата ĕçри çитĕнÿсемшĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. Шурă халатлă коллектива тепĕр пысăк парне – ноутбук тивĕçрĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)