Саккун саламачĕ водительсене пуçран шăлмĕ
ÇĔНĔ çулти пĕрремĕш уйăх водительсемшĕн çĕнĕлĕхсене хăнăхмалли, вĕсене çирĕп асра тытмалли тапхăр пулĕ. Административлă право йĕрки çинчен калакан Кодексри вĕр-çĕнĕ улшăнусене пăхăнмасан, саккун саламачĕ шоферсене пуçран шăлмĕ: пысăк штарф тÿлеме е правасăр юлма тивĕ. Тĕп улшăну – автомобиль хуçи хирĕçле йĕр çине тухса кайнипе çыхăннă. Кун пек чухне лару-тăрăва кура суд та тĕрлĕрен йышăну кăларма пултарать. Руль умĕнчи çын çак йĕркене пĕрремĕш хут пăсать пулсан, пилĕк пин тенкĕ штрафпа хăтăлма май пур. Йĕркене сĕмсĕррĕн пăсаканăн 4 – 6 уйăхлăха “тимĕр утпа” сыв пуллашма тивĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)