Эпир те пилĕк пинлĕ чикке çывхартăмăр
Пĕлтĕр районти пилĕк хуçалăхри дояркăсем сăвăма пилĕк пинлĕ чикке çитерчĕç. Куншăн, паллах, савăнмалла. Калем ăстисем те вĕсем хыççăнах хăвалаççĕ. Районта тухса тăракан “Авангард” хаçат ĕçченĕсене те çак кăтарту хавхалантарать: пирĕн тираж пилĕк пине темиçе экземпляр çеç çитеймерĕ! Çыравçăсен тĕллевĕсем пысăк. Ырă çĕлен çулталăкĕ вĕсене пурнăçа кĕртме пулăштăрах.
"Авангард" (газета Батыревского района)