Пухăннине тăванĕсене параççĕ
Пенсин пухăнакан пайне иличчен çын вилсе кайсан çав укçана чи çывăх тăванĕ (правопреемник) илме пултарать. 2012 çулта вилнĕ çынсен тăванĕсене 12 миллион тенкĕ тÿленĕ. Çакă виçĕм çулхипе танлаштарсан самай нумайрах.
– 2012 çулта вилнĕ тăванĕн пухăнса пынă пенсине пама ыйтса 1,7 пин ытла çын заявлени çырнă, – пĕлтерет Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ.
Вăтамран 6 пин тенкĕ тÿленĕ, чи пысăк виçе 200 пин тенкĕпе танлашнă.
1953 çулта тата каярах çуралнă арçынсем, 1957 çулта тата каярах çуралнă хĕрарăмсем пурнăçран уйрăлса кайнă пулсан, вĕсемшĕн ĕçпе тивĕçтерекен пенсин пухăнакан пайĕ валли страховани взносĕ хывса пынă пулсан, тăванĕсен ăна илме ирĕк пур. патшалăхăн хушма укçа (софинансирование) программине хутшăнса пулас пенсийĕ валли взнос хывса пынă, анчах вăхăтсăр вилсе кайнă çынсен укçине те тăванĕсем миçе çула çитнине пăхмасăрах илме пултараççĕ.
Гражданин хăй пурăннă чухнех пенси фондне çырнă заявленире пухăнакан укçана кама-кама пайласа памаллине кăтартнă пулсан укçана çавсем кăна илĕç. республикăра çакнашкал заявлени 38 çын çырнă. Заявлени çырман пулсан саккун тăрăх пухăннă укçа чи малтанах вилнĕ çыннăн ачисене, мăшăрне, ашшĕпе амăшне лекмелле. Ун пеккисем çук пулсан иккĕмĕш черетрисене, кусем – пиччĕшĕ-аппăшĕ, шăллĕ-йăмăкĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, мăнукĕсем.
Çын ĕç пенсийĕн пухăнакан пайне шутласа париччен вилсе кайсан çав укçа тăванĕсене тивĕçмелле.
Вилнĕ çыннăн пухăнса пынă укçине тăванĕсене Раççей Пенси фончĕ е патшалăхăн мар пенси фончĕ тÿлет. Çакă гражданин вилнĕ кунччен унăн ĕç пенсийĕн пухăнакан пайĕ хăш фондра выртнинчен килет.
Пухăнса пынă укçана илес тесен тăыанĕсен Раççей Пенси фончĕн кирек епле управленине е патшалăхăн мар пенси фондне (енчен те вилнĕ çыннăн укçи çав фондра пулнă пулсан) ултă уйăхран кая юлмасăр (вилнĕ кунран шутлаççĕ) заявлени çырмалла. Çак тапхăрта ĕлкĕреймесен вара укçана суд урлă илме тивет.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ 345 пин пенсионера пенсипе тивĕçтерет. Вĕсенчен 91,5 пинĕшĕ (е 26 проценчĕ) – инвалидсем.