Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патшалăх укçине – çурт-йĕре çĕнетнĕ çĕре

РАЙОНТИ Пенси фончĕ “Ачаллă çемьесене патшалăх паракан хушма мерăсем çинчен” Федераллă саккуна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе 2007 çултанпах тухăçлă ĕçлет. Вăл вăя кĕнĕренпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралнăшăн 1563 амăшĕ ячĕпе çемье капиталĕн сертификатне алăран тыттарнă. Вăл шутра аçтаха çулталăкĕнче ăна 244 ăн илнĕ.

Патшалăх пулăшăвне виçĕ сăлтавпа усă курма яма пулать: çурт-йĕре лайăхлатма, ачана вĕрентме тата амăшĕн пенсине ÿстерме. Ытти нумай районсенчи пекех пирĕн тăрăхра та пĕрремĕш условине ытларах суйласа илеççĕ. Кирек кама та чăн малтан пурăнмалли çурт-йĕр кирлĕ-çке. Çапах та вун икĕ çемье ачисене аслă шкулта е колледжра вĕреннĕшĕн тÿлеме ярас тĕллевпе заявлени çырнă. Вĕсене те ăнланма пулать. Ачан пурнăç çулне суйласа илсе вăхăтра пулăшса яни ĕмĕр тăрш-шĕпех кирлĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 декабря 2012
00:00
Поделиться