Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсем хура списокра мар

ÇАК кунсенче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет ертÿçисемпе ирттернĕ анлă ларура кăçалхи строительство планне тултарайман районсене ятран асăнчĕ. Ку тĕлĕшпе Патăрьелсем хура списокра мар, республикăра ырă тĕслĕхлисенчен пĕри. Паянхи кун та шартлама сивĕ кунсене пăхмасăр икĕ строительство платформинче хĕрÿ ĕç пырать: пĕри – Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта, тепри вара Патăрьелĕнчи “Бизнес-инкубаторта”. Подрядчикĕсем те çичĕ ютран мар, хамăрăнах. Шкулпа садик пĕрле пулакан çурта хăпартнă çĕрте “Булат”, район центрĕнче ТПК “Шыгырданы” тулли мар яваплă общество маçтăрĕсем ĕçлеççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 декабря 2012
00:00
Поделиться