Музейри сурпан кун-çулĕ
Пурнăç малаллах чупать, иртнĕ кунсем вара ирĕксĕрех хыçала юлса пыраççĕ. “Иртнĕ кун” тесе эпĕ аваллăхпа, унăн пĕлтерĕшĕпе тачă çыхăннă чăваш хĕрарăмĕн çи-пуç пайĕ çинчен аса илсе калаçасшăн. Ку вăл – сурпан. Вĕренекенсем шкул музейĕнче упранакан сурпансемпе тата вĕсен тĕррисемпе паллашнă чухне çак пуянлăх çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтаççĕ.
Сурпан – чăваш сăмахĕ. Ун çинчен В. Егоров хăйĕн “Этимологи словарĕнче” çапла çырса хăварнă: “Сурпан – головная повязка замужних женщин наподобие узкого полотенца. Сербенд – головная повязка. Из персидского сар – бонд головная повязка (сар-голова, бонд-повязка)”
Сурпан – аваллăхран килнĕ пуç хатĕрĕ. Ăна качча кайнă хĕрарăмсем çеç сырса çÿреме пултарнă. Туй хыççăн тепĕр кун, хĕр ĕмĕрĕнчен тухса арăм пулса тăнине палăртма, упăшки енчи çывăх тăванĕсем ( аппăшĕ е йăмăкĕ) çĕнĕ çынна сурпан сыртарнă. Сурпан таврашне вара хĕр качча тухичченех хăй аллипе тĕрлесе хунă. Авалхи йăлапа, арăм пулсан пуçне сурпан сырса ĕнсе хыçне, мăй таврашне çынна кăтартмасăр çÿремелле пулнă. “Сурпан тăршшĕ – 2 хăлаç, сарлакăшĕ – 2,3 шит...” тесе юрланă туй арăмĕсем. Унсăр пуçне сурпан вĕçне аваллăх çул-йĕрне палăртакан тĕрĕ-эрешпе илемлетнĕ. Сурпан тĕрри хăй пулнă, кирлĕ-кирлĕ мар эреш-тĕрĕ лартман. Илемлĕрех курăнтăр тесе ик вĕçне чĕнтĕрлесе капăрлатнă. “Сурпан сырса çÿремен е сырма пĕлмен арăмсене ял–йышра хисеплемен”,– аса илеççĕ ватă çынсем. Шуçăм çутипе тăрса амăшĕ сурпан сырнине аса илсе ахальтен мар ĕнтĕ Петĕр Хусанкай хăйĕн пĕр сăввинче çапла çырнă:
Шурăмпуçпе вăрантăм ыйхăран,
Шăрăлтатса автатчĕç автансем.
Аннеçĕм сырăнать иккен сурпан,
Чĕлĕм туртса ларать иккен аттем.
Çынна ырă сунса вăрăм кун-çуллă пулма сĕнсе ĕлĕкхи чăвашсем çапла каланă: “Ĕмĕрÿ хушпу кĕмĕлĕ пек çутă, сурпан тăршшĕ пек вăрăм пултăр”,– тенĕ. Паян та тепĕр чухне çамрăксене туйра, юбилярсене кĕрекере чунтан саламланă чухне “Чăваш сурпанĕ пек ĕмĕрĕр вăрăм пултăр”,– тенине илтме пулать.
Шел пулин те, хальхи саманара сурпансем асанне арчи тĕпĕнче пытанса выртаççĕ. Мăнуксене ваттисен çак пуянлăх çинчен ытларах каласа памалла. Хаклă япалана упранă пек упрасчĕ. Çухатас, манас марччĕ ватă асаннесем тăрăшса тĕрленĕ, вĕсем пуçĕсене сырса çÿренĕ хаклă тупрана. Килес ăрусем уншăн пурне те чунтан-чĕререн тав тăвĕç.