Куçа-куçăн калаçни иккĕленĕве сирĕ
РАЙОНТА час-часах республикăри тĕрлĕрен служба ертÿçисем халăха хăйсен капланса çитнĕ ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ. Çавăн пек тĕл пулусене прокуратурăра та, районсем хушшинчи следстви пайĕнче те тăтăшах йĕркелеççĕ. Иккĕленĕве сирес тесен пакунлисемпе куçа-куçăн калаçни кирлех. Хальхинче, акă, ыран, декабрĕн 20-мĕшĕнче, районти шалти ĕçсен пайĕн çуртĕнче 14-16 сехетсенче республикăри паспортпа виза службин начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан шалти ĕçсен службин полковникĕ Виталий Васильевич Черничкин Патăрьелсене хапăл тăвĕ. |
|
"Авангард" (газета Батыревского района)