Чун панă ачана çул памаллах
ХАЛЬХИ вăхăтра район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хÿтĕлекен комиссинче 32 ăнăçсăр çемье шутланса тăрать. Вĕсенче ашшĕ-амăшĕ чун панă ачасем кирлĕ пек пурăнаймаççĕ, воспитани илеймеççĕ тата ытти те. Çулталăк тăрăшшĕпе 7 шне çак хура списокран кăларнă, анчах ун вырăнне йывăр çемьесем икĕ хут нумай хутшăннă. Чи хăрушши – пепкесене ашшĕ-амăшĕнчен уйăрасси. Шел пулин те, пиллĕкĕшне вара судпах хăйсен правинчен хăтарма тивнĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)