Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шартлама сивĕре пушар пушшех хăрушă

Вут-çулăмран хыпса илнĕ пушар çулталăкăн кирек хăш вăхă-тĕнче те сăтăр, инкек кăтартать. Шартламара шатăртатса çунаканни вара пушшех хăрушă. 20 – 30 е тата ытларах градус сивĕре çири тумтирпе çеç урама тăрса юл-ха... Кĕтмен пăтăрмах асăрханмасан кирек хăш вăхăтра та сиксе тухать. Вăл ытларах чухне ÿкĕнĕçлĕ те пулать. Вутпа асăрханманни, электрооборудованисемпе, кăмакасемпе усă курнă чухне йĕркене пăхăнманни, кăмака мăрйисене вăхăтра тасатманни тата ытти те çемье ĕмĕрĕпе пуçтарнă пурлăха туххăмрах кĕл купине те çавăрать.

Кăçалхи вун пĕр уйăхра, сăмахран, пирĕн районта 37 пушара шута илнĕ. Пĕлтĕр вара пушар хуралĕн ĕçченĕсем çулталăк тăрăшшĕпе те çакăн чухлĕ хутчен çеç инкек серепине çакланнисене пулăшма васканă. Аçтаха çулталăкĕнче çак сăлтавпа 1,5 миллион тенкĕлĕх пурлăх çунса юрăхсăра тухнă, пĕр çыннăн пурнăçĕ ĕмĕрлĕхех татăлнă.

Умра – сивĕ хĕл кунĕсем. Çавăнпа та килсенче кăмакапа, электроплиткăсемпе усă курнă, мунча хутнă чухне те тимлĕхе çухатмалла мар. Ăшăнса киленес вырăнне хĕл варринче инкек курса та тăма пулать.

Çакнашкал пăтăрмахсем ан сиксе тухччăр тесе районти надзор ĕçĕ-хĕлĕн тата пушар чаçĕн сотрудникĕсем çулталăк тăрăшшĕпех “Пурăнмалли çурт-йĕр – 2012” профилактика операцийĕ йĕркелерĕç. Яваплă тапхăрта пушар хуралĕн ĕçченĕсем 3240 пурăнмалли çурт-йĕрте пушар хăрушсăрлăх йĕркине мĕнле пăхăннине тĕрĕс-ленĕ, çак тĕллевпе 4625 çынпа курнăçнă. Ăнăçсăр çемьесемпе, эрех-сăрапа тăтăш иртĕнекен граждансемпе вара ял поселенийĕн администраци представителĕсемпе полици сотрудникĕсем ятарлă калаçусем йĕркеленĕ.

Чылай чухне уйрăм хуçалăхсенче кивĕ электропăралуксене улăштарманран, хăйсем тĕллĕн ăсталанă электроприбортан, юсавсăр кăмакаран тата ыттинчен те вут-кăвар алхасса çемьене шар кăтартать. Ун пек чухне граждансем ячĕпе административлă протокол çыраççĕ, 1000-1500 тенкĕ таран штраф параççĕ. Кăçалхи 11 уйăхра çак сăлтавпа 76 çынна айăпланă.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
15 декабря 2012
00:00
Поделиться