Пулас пăхаттирсем çĕнтерÿпе таврăннă
КŸРШĔРИ Каçал тăрăхĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Ф. Чернов ячĕпе ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирне йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Юлашки çулсенче унта пирĕн район спортсменĕсем те тăтăшах хастар хутшăнаççĕ. Çак кунсенче те ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ А. Камалетдинов хатĕрлесе ертсе пынипе пирĕн çамрăк спортсменсем чылайăшне çурăм çине вырттарнă. Кĕрешÿ меслечĕсене ăста усă курнăран А. Чашкинпа А. Порфирьев пĕрремĕш, С. Мезеветов иккĕмĕш, И. Шарафутдинов виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)