Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕлле те, çуркунне те кăмăлтан канăпăр

РАÇÇЕЙ премьер-министрĕ Дмитрий Медведев 2013 çулта канмалли кунсем пирки кăларнă хушăвĕ ял халăхĕшĕн меллĕ. Маларахри çулсенчи пекех раштав типпинче вă-ăрăм каникул. Декабрĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 8-мĕшĕчченех ĕçрен канăпăр. Вунă кунта инçе çул çÿреве те кайса килме май пур. Май уявĕсенче вара аслă Пÿлĕхçĕ уяр кунне парсан, ака-суха ĕçĕсене вĕçлесе кĕреке тавра ларма та пулĕ. Çуркуннепе ĕç уявĕнче – тăватă, аслă Çĕнтерÿпе çыхăннă праçникре виçĕ кун ĕçрен ирĕклĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 ноября 2012
00:00
Поделиться