Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Салтака каясси пасар кулачне çиесси мар

РАЙОНТИ çар комиссариачĕ умĕнче каллех мăйран шурă алшăллисем çакса янă каччăсемпе шавлă халăха курма пулать. Çамрăксене çара ăсатакансем çулталăкне икĕ хутчен мăн танк умне çапла пуçтарăнса сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килме ырă сунаççĕ. Кăшт маларах вара вĕсем тăванĕсемпе, ял-йышпа ăсату каçĕнче кĕрекене лараççĕ. Çак ырă йăла вырăнсенче йăл илсех пырать темелле. Нумай пулмасть Пăлапуç Пашьелсем Николай Максимова, Первомайскисем Николай Верликова, Дмитрий Кочеткова, Александр Никитина, Леонид Ильина салтак ятне чыслăн тытма, ырă хыпарпа каялла таврăнма пил панă. Çар çыннин ятне илтесси пасар кулачĕ çиесси мар, çавах арçын тивĕçне пурнăçламаллах.



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 ноября 2012
00:00
Поделиться