Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял ачисем хуласене тĕлĕнтернĕ

КУ таранччен районта та, республикăра та ишес енĕпе ăмăртусем сахал иртнĕ. Халĕ вара вăл вăй ил-нĕçемĕн вăй илсе пырать. Çавăнпах ĕнтĕ район центрĕнчи ФСКра хатĕрленекен ачасем те пысăк ăмăртусенче çитĕнÿсем тăваççĕ. Çак кунсенче, акă, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 5-6 класра вĕренекен ачасем хуларисене те шалтах тĕ-лĕнтернĕ. В. Падисов физкультура учителĕ хатĕрленипе тата ертсе пынипе ял командисем хушшинче вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. А. Альгизовăн, И.Козловăн, Д. Валееван, Д. Салихован кăмăлĕсем çав тери савăк. Вĕсем ишес ăсталăхне ÿстерсе пырса ытти пысăк ăмăртусенче те хăйсен вăйне тĕрĕслесшĕн.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 ноября 2012
00:00
Поделиться