Потребительсен обществи малалла утать
Кăчухне Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи экономикăри лару-тăрăва çăмăл тееймĕн. Çĕнĕ саманари çивĕч те кăра конкуренцине хирĕç тăма çăмăл мар. Апла пулин те Патăрьел райповĕ ура çинчех тăрать, çул тăвалла та сакăлталлă иккенне пăхмасăр малаллах талпăнать. Потребительсен кооперацийĕн хевти пĕтсе ларман-ха, термен те пур. Акă кăçалхи тăхăр уйăх кăтартăвĕсене кăна илер. Çулталăк пуçланнăранпа кунти тавар çаврăнăшĕ 250 миллион тенкĕ урлă каçнă. Асăннă тапхăрта вăл 2 пин тонна сĕт, 66 тонна аш-какай, 25 тонна кивĕ хут, 24 тонна эмелпе техника чĕртаварĕ, 90 тонна пахча-çимĕç, 460 тонна тĕш-тырă сăсăлĕ (отруби) пухнă. Райпона панă ял хуçалăх продукцийĕпе ытти тĕрлĕ çимĕçшĕн ялта пурăнакансене 30 миллион тенкĕ кĕмĕл тÿленĕ. Куратпăр ĕнтĕ, ку çĕр ĕçĕнче пилĕк аваканшăн самай пысăк тĕрев. Тавара ваккăн сутмалли çаврăнăшра апат-çимĕç тĕп вырăн йышăнать – виççĕ тăваттăмĕш пайĕ е 75,5 процент. Пĕрлех райпо тытăмĕнчи предприятисем хăйсен вăйĕпе 18 миллион тенкĕлĕх урăх продукци кăларнă: 350 тонна çăкăрпа булка пĕçернĕ, 77 тонна кондитер çимĕçĕсем хатĕрленĕ, 11 тонна шăн пулă тăварланă, 295 пин тенкĕлĕх çĕвĕ ĕçĕ тунă. Патăрьел райповĕ паян та ĕлĕкхи пекех районăн пурте пĕрле касса çи-мелли “кукăльне” пысăк тÿпе хывакан организаци шутĕнче тăрать. Кăçал кăна бюджета унăн хастар ĕçченĕсем тĕрлĕ налуксемпе хырçăсене 20 миллион тенкĕлĕх куçарса панă. Сăмах май, çак цифра çÿллен ÿссех пырать. Райпо хальхи вăхăтра районта пурăнакан халăхăн аслă пайне (63 процентне) та-варсемпе тата ытти тĕрлĕ çăмăллăхсемпе тивĕçтернине те манар мар. Тĕнче юхăмĕ вĕçĕмсĕр малалла. Пурнăç таппинчен юлас мар тесе райпо пурлăхпа техника никĕсне çирплетсех пырать, суту-илÿри прогрессивлă мес-летсене алла илет, таварсен ассор-тиментне сарса пырать. Юлашки çулсенче кăна çĕнĕ оборудовани туянма, лавккасемпе обществăлла апатлану предприятийĕсен сăн-сăпатне çĕнетме 28 миллион тенкĕ укçа тăкакланă, само-обслуживани йĕркипе ĕçлекен 15 магазин уçнă. Суту-илÿ вырăнĕсенчен нума-йăшне халĕ çут çанталăк газĕпе ăшăтма майлаштарнă, вĕри тата сивĕ шыв пур, уйрăм канализаци системисем хатĕр. Ĕç условийĕсем куллен лайăхланса пыни райпо системине парăнса ĕçлекен çĕр-çĕр çынна çĕнĕ ÿсĕмсем тума хав-халантарать. Çакă тата ытти ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ райпо совечĕн предсе-дателĕ Петр Перепелкин уполномочен-нăйсен ноябрĕн пĕрремĕш кунĕнче иртнĕ отчетпа суйлав пухăвĕнче. Кун йĕркинчи çивĕч ыйтусене сутсе явма пайщиксен пухăвĕсенче суйланнă тулли праваллă хĕрĕх представитель, çавăн пекех район пуçлăхĕ Михаил Петров, район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Никифоров, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Людмила Абрамова хутшăнчĕç. Паллах, райпо тытăмĕнче пурте йĕркеллĕ те мĕн пур ĕç кал-кал пырать тесе калама çук. Кунта усă курман резервсем те пайтах. 2008–2012 çулсенче туса ирттернĕ ĕçсем пирки тунă отчет тата çитес çул умра тăракан задачăсем пирки тухса кала-кансем райпо унчченхи ăрусем пуçарнă паха йăласене малалла аталантарса пынине палăртнипе пĕрлех çитменлĕхсене те аса илчĕç, усăллă канашсем пачĕç, ÿлĕмрен тухăçлăрах та хастар-лăрах утма ырă сунчĕç. Пĕтĕмлетсе калас-тăк, уполно-моченнăйсем райпон пилĕк çулхи отчетне тата ревизи комиссийĕн отчетне çирĕплетсе хăварчĕç. Çакă райпон ертсе пыракан органĕсем тата председатель хăйсен ĕçне йĕркеллĕ туса пыни çинчен çирĕплетет. Аслă пуху пĕр саслăн пулса тепĕр пилĕк çуллăха райпо совечĕн ертÿçи пулма Петр Перепелкинах хăварма йышăнчĕ. Çичĕ çынтан райпо со-ветне, виçĕ çынтан ревизи комис-сийĕн канашне тата тăватă çынтан Чăвашпотребсоюзра тăма пред-ставитель суйларĕ. |
|