Айтар вăйлă та хăватлă! Çакна тепре курса ĕненчĕç
РАЙОНТИ культурăпа кану центрне эстрада “çăлтăрĕсем” час-часах концертсемпе килсе çÿреççĕ-ха. Чăваш спектаклĕпе вара сайра-хутра çеç. Хальхинче хуламăртан çитнĕ сцена ăстисен пултарулăхне пăхма кăнтăрла шăпăрлансем, каçхине вара аслисем йышлăн хапăл турĕç. Петр Осиповăн “Айтар” драми мăн асатте-асаннесен йывăр шăпаллă пурнăçне куç умне яр-уççăн кăларса тăратрĕ. 15-20 çул каялла ăна Патăрьелĕнчи халăх театрĕн артисчĕсем те хатĕрленĕччĕ. Самай вăхăт иртнĕ хыççăн Айтар чăнах та вăйлă та, хăватлă та иккенне тепĕр хут курса аса илни пурне те кăмăллă пулчĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)