Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Суя укçаран асăрханăр, чике тăршшĕ ан ларăр!

ПИРĔН районта та тепĕр чухне суя укçапа чике тăршшĕ лартма хăтланакансем сиксе тухаççĕ. Ултавçăсем ытларах “1000” тенкĕлĕх купюрăпа çынсене пăлхатаççĕ. Кăчухне “таксăна” пысăклатакансем те тупăнаççĕ иккен. Усал хыпар утпа çÿрет, теççĕ. Нумаях пулмасть пакунлисем Кÿкеçри “Апат-çимĕç” лавккинче суя банкнот тыттарса хăварнă Дагестанăн икĕ çыннине тытса чарнă. Тепĕр тĕслĕх каллех тĕп хуламăр çывăхĕнче пулнă. Ют регион номерлĕ автомашинăран инспекторсем 5000 тенкĕлĕх 84 хут укçа тупнă! Кĕр мăнтăрĕпе ялсенче палламан автомашинăсене час-часах асăрхама пулать. Вĕсем çĕр улми е урăх пахча çимĕç пуçтараççĕ. Çавăнпа та преступниксенчен асăрханăр: васканă майăн хăвăра валли ÿкĕнĕçлĕ ĕç туса ан хурăр. Аякра пурăнакансем Чăваш Ене килсе суя укçа вырнаçтарни вара тăтăшах пулать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 октября 2012
00:00
Поделиться