Унăн ăшă ытамĕнче – йывăр шăпаллисем
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ “Çăлкуç” реабилитаци центрĕн тухтăрĕ Дильбар Гайнуллина хăйĕн тĕп тивĕçне чун-чĕререн пурнăçланисĕр пуçне ют йăвари пепкесен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн, вĕрентĕвĕпе воспитанийĕшĕн те яваплă. Виçĕ çул ĕнтĕ вăл ачасен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе районти уполномоченнăй представитель шутланать. Паян унăн ăшă ытамĕнче – йывăр шăпаллă, начар пурнăç условийĕсенче пурăнакан çемьесем. Аслă тухтăр май пур таран вĕсем патне çитсе проблемисене татма пулăшать, кирлĕ пулсан хăй ячĕпе кучченеçсем те парса хăварать. Çапла ырă хĕрарăм вăл, юратнă анне, мăшăр. Ахальтен мар ăна нумай пулмасть çитĕнекен ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас енĕпе нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн тата общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă.