Алăра – çырав-2010 кĕнекисем
Çак кунсенче районти тĕп библиотека çĕнĕ кăларăмсемпе пуянланчĕ. Ра-йонти статистика службин тĕп специалист-эксперчĕ Г.Салихова пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравĕн итогĕпе çыхăннă вĕр-çĕнĕ кĕнекесене вулавăша парнелерĕ. “Образование”, “Возрастно-половой состав и состояние в браке”, “Численность и размещение населения” ятсемпе пичетленнĕ брошюрăсенче чылай цифрăсемпе паллашма пулать. Пирĕн Чăваш республики кăтартăвĕсем те кашнинех интереслĕ пулĕç.
"Авангард" (газета Батыревского района)