Ятарлă техникăна çул парар
ÇУЛ-ЙĔР правилинче васкавлă пулăшу тата пушара сÿнтерекен машинăсем кабина тăррине вырнаçтарнă маячоксене çутатса тата ятарлă саспа кăшкăртса килнине курсанах ыттисен хăвăртрах çул памаллине, иртсе кайма чармашкăн юраманнине питĕ лайăх ăнлантарса çырнă. Анчах хăш-пĕр водитель çакна экзамен тытнă хыççăнах манса каять пулмалла: чирлĕ çынна больницăна илсе килекен е çулăм сÿнтерме васкакан транспорта курсан та айккинелле пăрăнма васкамасть. Çавна май тухтăрсем пулăшу вăхăтра параймаççĕ, вут тата та ытларах алхасма тытăнать. Нумай хваттерлĕ çуртсен умĕнче ларакан машинăсем те чылай чухне асăннă техникăна кирлĕ вырăна çитме чăрмантараççĕ. Пурнан пурнăçра çакăн пек инкексем пуринпе те пулма пултарнине асра тытса правилăна пăхăнмаллах.