Уйăхлăх пуçланчĕ
УРАМСЕНЧЕ, кил умĕсенче тирпейлĕ пулсан пурне те – пурăнакансене те, иртен-çÿрене те – кăмăллă. Районта тăван тавралăха тасатас тĕлĕшпе пыракан уйăхлăха хутшăнса Тăрăн ял тăрăхĕнче субботник йĕркеленĕ. Кĕçĕн Патăрьелĕнче тата Тăрăн ялĕсенче пурăнакансем общество вырăнĕсенче çÿп-çапа тасатнă, пухăннă ăпăр-тапăра полигона ăсатнă.
"Авангард" (газета Батыревского района)