Дайджест-папкăра – паллă çынсем
ПАТĂРЬЕЛ тăрăхĕ хăйĕн сăпкинче нумай паллă çынна сиктерсе ÿстернĕ. Çав шутра: Геннадий Айхи, Ева Лисина, Ваçлей Давыдов-Анатри, Юхма Мишши, Николай Исмуков, Раиса Сарпи, Юлия Силэм, Марина Карягина тата ыттисем те. Вĕсенчен чылайăшне республикăра кăна мар, ун тулашĕнче (ют çĕр-шывсенче) те пĕлеççĕ. Ентешсем хăйсен произведенийĕсенче тăван ене, унăн илемне мухтаççĕ.
Пултаруллă çынсене Юхмапа Пăла тăрăхĕнче асрах тытаççĕ, вĕсемпе мухтанаççĕ. Акă, палăрнă писательсемпе поэтсем пирки районти тĕп библиотека дайджест-папка хатĕрленĕ. Унта çыравçăсен пурнăçĕ тата ĕçĕсем пирки çырнă материалсене вырнаçтарнă.
"Авангард" (газета Батыревского района)