Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вырăс çарĕн паттăрлăхĕ асрах

Наполеон çарне Раççейрен хăваласа кăларни 200 çул çитнине асăнса Мускав патриархĕ Кирилл пилленипе православи чиркĕвĕсенче Турра тав тумалли молебенсем иртеççĕ. Ăна Тăрăнти чиркÿре Серафим игумен ертсе пынă. Малтан вăл 1812 çулхи вăрçă историйĕпе унăн пĕлтерĕшĕ çинчен каласа панă. Ун хыççăн кĕлĕ вуланă. Сăмахĕсене пурте чĕркуçленсе, çуртасем çутса итленĕ, Тăван çĕр-шыва малашне те тĕрлĕ тăшманран хăтарса тăма Турра тархасланă.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
20 сентября 2012
00:00
Поделиться