Салтака каяççĕ каччăсем
ÇĔР-ШЫВА сыхласси – кашни каччăн тивĕçĕ. Çар тивĕçне пурнăçлани дисциплинăна çирĕплетме те, хальхи çар техникине алла илме те, пуласлăхра пурнăç çулне уçма та пулăшать. Иртнĕ кĕркунне пирĕн районти 92 йĕкĕт присяга тытнă. Çуркунне 158 яша тăванĕсем çу çулĕпе кайса сĕт çулĕпе таврăнма пилленĕ. Ыхра Çырми ял тăрăхĕнчен кăна пиллĕкĕн салтак аттине тăхăннă.
"Авангард" (газета Батыревского района)