Ячĕ унăн вилĕмсĕр
Космоса парăнтарнă А. Николаева пĕлмен çын, ача çук-тăр. Тĕнче уçлăхне виççĕмĕш хăпарнă ентешпе эпир чăннипех те мухтанма тивĕçлĕ. Андриян Григорьевич паян пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ: 2004 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче унăн чĕри тапма чарăннă. Апла пулин те унăн ячĕ вилĕмсĕр. Çакна А.Г. Николаева хисеплесе районти тĕп библиотекăра йĕркеленĕ “Космосăн анлăлăхĕ тата илемлĕхĕ” слайд–шоу та çирĕплетсе парать. Кĕнеке вулама юратакансем тата космоспа кăсăкланакансем космонавтпа, тĕнче уçлăхĕн вăрттăнлăхĕсемпе тĕплĕнрех паллашма пултараççĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)