Шкулăн – çĕнĕ ертÿçĕ
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем Пĕлÿ кунне çĕнĕ директорпа – Н. Андреевапа – кĕтсе илнĕ. Наталья Борисовна Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетĕнчен вĕренсе тухнă, унтан хăйĕн пĕлĕвне аспирантурăра тарăнлатнă. 29 çултах истори наукисен кандидачĕ пулса тăнă. Н. Андреева ку пĕлÿ çуртĕнче çĕнĕ çын мар: унччен истори урокĕсене ертсе пынă. Çавăн пекех вăл район чысне республикăра хÿтĕлесе “Çулталăк учителĕ” хисеплĕ ята та çĕнсе илнĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)