Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнтерÿпе таврăннă!

Патăрьел спортсменĕсем чăннипех те маттур! Республикăн тĕп хулинче Шупашкар кунĕ тĕлне халалласа 40 çултисем тата аслăраххисем хушшинче ирттернĕ профессионаллă мар хоккей вăййинче пирĕн ентешсен “Олимп” команди харсăр вылянă. Финалта вăл Канашри “Локоматив” командăпа тĕл пулнă. Кунта та Юхма енсем хăйсен хастарлăхне кăтартнă, 7:2 шутпа выляса илме пултарнă. Шупашкартан “Çĕнтерÿçĕ” кубокпа тата хаклă парнесемпе таврăннă. Çавăн пекех В. Волков – “Чи лайăх вратарь”, С. Руссов “Чи лайăх тапăнса вылякан” ятсене тивĕçнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 сентября 2012
00:00
Поделиться