Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ултавçăсен серепине ан çакланăр

Хальхи вăхăтра çынсене чике тăршшĕ лартса услам тăвас текенсем темĕн чухлех. Вĕсен серепине çакланма та часах. Преступниксен (çаплах калас килет) тупăш çăл куçĕсенчен пĕри – палламан çынсем кĕсье телефонĕ çине суя СМС яни. Енчен те сирĕн ятпа “Эсир парне выляса илнĕ, уншăн хăвăртрах укçа тÿлемелле” текен савăнăçлă хыпар çитсен, тÿрех хыпăнса ан ÿкĕр. Ку – суя! Е тата “Сирĕн ача аварие лекнĕ, ăна пулăшма кĕмĕл ярса парăр”” сăмахсем телефон çине çитсен те вырăнтан ан хускалăр, пăлханса ан ÿкĕр. Ватăсем калашле, çиччĕ виçнĕ хыççăн çеç пĕрре касăр. Унсăрăн лармаллипех ларса юлма пулать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 августа 2012
00:00
Поделиться