Патшалăх пулăшăвĕнчен пăрăнса юлар мар
Иртнĕ уйăхра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ килти хушма хуçалăхра е агропромышленность комплексĕнче сĕт туса илсе сутакансене субсиди парса хавхалантарма пикенчĕ. Уйрăм çынсем пĕр литр сутнă сĕтшĕн 1,5 тенкĕ хушма кĕмĕл илĕç. Патшалăх ял çыннине алă тăсса панине пурнăçа кĕртес тесен, ял администрацине кирлĕ хутсене ĕне усракан кашни çынах вăхăтра çитермелле. Унсăрăн пулăшу укçине туяймăн.
"Авангард" (газета Батыревского района)