Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кÿршĕсем юбилей ирттереççĕ

Иртнĕ эрне кун “Елчĕк ен” хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем хăйсен тăрăхĕнче калем ăстисен пултарулăхĕпе хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухма пуçлани 80 çул çитнине (1932 çулхи августăн 5-мĕшĕ) чыслăн паллă турĕç. Çак ятпа тулли кĕрекене хастар обществăлла корреспондентсене, хаçатăн ытти тусĕсене пуçтарчĕç, творчество ушкăнĕ çак сахал мар вăхăт хушинче утса тухнă пурнăçа аса илчĕç. Темиçе кун маларах çеç “Шăмăршă хыпарĕ” хăйĕн хастарĕсемпе “Çавра куна” паллă тунăччĕ.

Елчĕк тата Шăмăршă районĕсен хаçачĕсем пирĕн “Авангардран” çулталăк çурă кĕçĕнрех.



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 августа 2012
00:00
Поделиться