Тинĕс-çар кунне хаваслăн паллă тунă
Июлĕн 29-мĕшĕнче ирпе-ирех Патăрьелĕнчи моряксене хисеплесе лартнă палăк умне матроссен йăрăмлă кĕпине тăхăннă çынсемпе вĕсен мăшăрĕсем, ачисемпе мăнукĕсем Тинĕс-çар кунĕ ячĕпе çут тĕнчерен маларах кайнă юлташĕсене чыс туса пĕр минут шăп тăма пуçтарăннă. Ун хыççăн йăлана кĕнĕ йĕркепе карап çинче службăра тăнă ĕнерхи салтаксен ушкăнĕ Туçари чиркÿре пулса Николай аттерен (вăл та Тинĕс-çар флотĕнче пулнă) пил илнĕ. Юлашкинчен пысăк ушкăн Упамса çывăхĕнчи уçланкăра хăйсен уявне йĕркеленĕ: спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă, юрланă-ташланă, пулă шÿрпине тутаннă май салтак вăхăчĕсене аса илнĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)