Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тырă хакĕ ÿсет

Раççей Ял хуçалăх министерстви тырă хакĕ сасартăк ÿснине тĕнчери лару-тăрупа çыхăнтарать. Чылай çĕр-шывра, çав шутра Раççейре те, çут çанталăк синкерĕсене пула тырă япăх пулнă. Тырă туянас текенсем сутакансенчен ытларах пулнăран унăн хакĕ палăрмаллах ÿснĕ. Тырă туса илекенсен наци пĕрлешĕвĕ пĕлтернĕ тăрăх, июлĕн 13-мĕшĕ тĕлне Атăлçи федераллă округĕнче виççĕмĕш класлă пĕр тонна туллăн сутăн илмелли вăтам хакĕ 5500-6400 тенкĕ, тăваттăмĕш класлин – 5400-6200 тенкĕ, çиме юрăхлă ырашăн 4500-5100 тенкĕ пулнă.

Тырă рынокĕнчи хаксене йĕркелесе пырас тĕллевпе Чăваш Республикинче 2012 çулхи тырă тухăçĕн сутăн илмелли чи пĕчĕк хаксене çапларах палăртнă (тонна пуçне, хушма налуксене шута илсе):

– çиме юрăхлă виççĕмĕш класлă тулă – 5300 тенкĕ;

– çиме юрăхлă тăваттăмĕш класлă тулă – 4900 тенкĕ;

– А ушкăна кĕрекен çиме юрăхлă ыраш – 4200 тенкĕ.

Республикăри тырă тирпейлекен предприятисем кăçалхи тыр-пула пасар хакĕсене кура туянĕç, анчах та асăннă хаксенчен йÿнерех мар.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 августа 2012
00:00
Поделиться