Ытларах – çурт-йĕр ыйтăвĕпе
Иккĕмĕш кварталта район администрацине уйрăм çынсенчен тĕрлĕрен ыйтупа çирĕм ыйту кĕнĕ. Вĕсенчен ытларах пайĕ (вуннăшĕ) пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă. Ку тĕлĕшпе Патăрьелсенчен пилĕк, Туçапа Пикшик тăрăхĕсенчен тăватшар çырăва шута илнĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)